Шăрçалатпăр сăвăсем
Дата: 20.02.2021 Автор: Табакова М.И. Кашни çын çĕр çине çут тĕнчепе киленсе пурнăçа юратма çуралать, çутă малашлăха ăнтăлать, çĕр аннемĕре хисеплесе мирлĕ ĕçпе çĕнĕ кунăн илемне савать. Пирĕн мăн кукаçи-кукамайсем те, мăн асаттесемпе асаннесем те çутă ĕмĕтсемпе пурăннă. Анчах вăрçă… 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыв çине фашистла Германи вăрă-хурахла тапăннă, тискер, ылханлă вăрçа пула мĕн чухлĕ çыннăн ырă та çутă ĕмĕчĕ-тĕллевĕ пурнăçланайман, мĕн чухлĕ пурнăç вăхăтсăр татăлнă.
Шăпах çак темăна хускатса 8 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче пĕр-пĕрне хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Кашни вĕренекенĕн ĕçĕ тарăн шухăшлă, чуна пырса тивет.
Урокра саккăрмĕшсем хăйсем çырнă сăввисене хÿтĕлерĕç, пĕр-пĕрин ĕçне тишкерсе хак пачĕç. Пурте хăйсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç. |