Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024

Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи çул диктант текстне Çемен Элкер çырнă хайлав сыпăкне суйласа илнĕ. Пĕрисем пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, теприсем ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырчĕç.

 Пирĕн шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем те айккинче юлас темерĕç, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцие ытти çулсенчи пекех хаваспах хутшăнчĕç. Пурте хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.

Табакова М.И. 

Фотогалерея