Саламлатпăр Марина Ильиничнăна

Саламлатпăр Марина Ильиничнăна
Саламлатпăр Марина Ильиничнăна

М.И.Табакова шкулта ачасене чылай çул хушши тăван чĕлхене юратма вĕрентет. Час-часах тĕрлĕ конкурса, ăмăртăва  явăçтарать. Марина Ильинична хăй те районта, республикăра пулса иртекен мероприятисене хастар хутшăнать.

Ахальтен мар вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И.П.Рубцова Марина Ильиничнăна чылай çул хушши çамрăк ăрăва вĕрентес тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн, чăвашлăха упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кĕрĕме çĕр-шывшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вĕрентес ĕçре пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăв çырăвĕпе чыслать. Çавăн пекех М.И.Табакова Чăваш наци конгрес президенчĕн, В.Л.Клементьевăн ячĕпе те тав çырăвĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ. «Чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упрас тата аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн», - тенĕ çырура.

Эпир те Марина Ильиничнăна саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ çеç сунатпăр.


Белкова Р.В.