Хăватлă çын халалĕ

Хăватлă çын халалĕ

Аслă вĕрентекенĕмĕр тăван халăхĕшĕн, чĕлхишĕн чăннипех те ырми-канми тăрăшнă, мĕн пур вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Сакăр вунă çул пурăннă Иван Яковлев юратнă тăван халăхĕ валли Халал çырса хăварнă. Тĕлĕнмелле ăслă, тарăн шухăшлă йĕркесенче асăннине шута илсен, пурнăçласа пырсан çыннăн ячĕ нихăçан та çĕре ÿкмĕ. Çÿлти Турра хисеплеме хушни, вырăссемпе çывăх хутшăнура пулма хистени, çемьене упрама вĕрентни, пĕр-пĕринпе туслă пулма ыйтни, тăван чĕлхемĕре куç пек сыхлама калани тата ытти те пуян тавра курăмпа, çивĕч ăс-тăнпа çыхăнса чун-чĕре витĕр тухнă. Ÿкĕтлесе, ăс парса каланă Халалăн кашни шухăшĕнче чăвашлăх туйăмĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Ху чĕлхÿне пăрахманни вырăс халăхĕн ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл, аннемĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхÿне пăрахмасăрах вырăссен аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать», - тенĕ Халалра.

Шăпах Иван Яковлев çырса хăварнă Халалти çичĕ пилпе паллашрĕç те ĕнтĕ 9 класра вĕренекенсем тăван чĕлхе урокĕнче. Юлашкинчен вĕренекенсем Ираида Геннадьевна ял библиотекарĕ хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Чăннипех те, чи пĕлтерĕшлине, атте-анне чĕлхине, пĕтме парас марччĕ.

Табакова М.И.